Юлашки ҫулсенче ял кунне уявлас йӑла кашни районта ҫирӗпленсе пырать. Шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи «Культура тата вулавӑшри ӗҫӗ-хӗлӗн аталану центрӗн» директорӗ Ю.Н. Николаева пуҫарӑвӗпе Канаш районӗнчи Кӗлтеҫулӗ ялӗнче те «пӗчӗк ялӑн» уявӗ иртнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе каҫхи апат панӑ хыҫҫӑн ялти ватти-вӗтти та пуҫтарӑннӑ.
Ял халӑхӗ умӗнче чи малтан сӑмаха Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ илнӗ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ халӑха саламланӑ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине Раиса Гавриловна Григорьевӑна, ҫемьеленнӗ мӑшӑра — Павел Осиповича тата Зинаида Гавриловнӑна Козловсене, нумай ачаллӑ кил-йыша — Георгия Павловичпа Валентина Николаевна Козловсене тата ҫак эрнере ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫынсене асӑнмаллӑх парне панӑ.
Кӗлтеҫулӗ ялӑн ҫыннисене чи малтан «Хаваслӑ картиш» ача-пӑча ансамбле хӑйӗн юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыҫҫӑн хӑйсен концерт программипе Александр тата Любовь Макаровсем сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем пахча ҫимӗҫӗ, улма-ҫимӗҫӗ тата килти сӑрана илсе тухса пӗр-пӗрне хӑналанӑ.
Ӗнер, акан 13-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики — 2012» ӑмӑрту иртрӗ.
Тавҫарулӑхпа ӑсталӑх, ӑспа илем ӑмӑртӑвне кӑҫал 15 пике хутшӑнчӗ, «чи-чи» пулас ӗмӗтпе ӑнтӑлса кашни хӑйне тавҫӑруллӑрах, ӑслӑрах, ӑстарах кӑтартма тӑрӑшрӗ. Пилӗк пайра тупӑшма тиврӗ — «Паллашу», «Ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ», «Пултаруллӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Пахалавҫӑсем хӑйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫак паллӑ пулчӗ:
♥ Канаш ен пики – 2012 — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Лариса Яковлева (Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ);
♥ Хӳхӗм пике — Ирина Михайлова (Атнаш ял тӑрӑхӗ);
♥ Ҫепӗҫ пике — Марина Иванов (Ухман ял тӑрӑхӗ);
♥ Ӑс пике — Алиса Сергеев (Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ);
♥ Куракансем кӑмӑлланӑ пике — Диана Григорьева (Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ).
| ҪӖР | 24 |

Анаткас Уҫырма ялӗнчи (Канаш районӗ) Уй урамӗнче (ул. Полевая) нумай пулмасть, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, пӗве юсарӗҫ. Ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркеленӗ — ҫӗр турттарма «Агат» ТМЯО-ран экскаваторпа самосвал ыйтса илнӗ. Пархатарлӑ ӗҫе Анаткас Уҫырма ялӗнче пурӑнакан Виталий Николаев та хутшӑннӑ — хӑйӗн тиев машинипе ҫӗр турттарнӑ.
Ку пӗве пысӑках мар пулин те, ҫурхи шыв ӑна татса каяс хӑрушлӑх пурччӗ. Халӗ вара, пӗве пуҫне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн, вӑл сирӗпех тӑрасса шанӑҫ пур.
